Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
23 Сентябрӗн 2025, 11:00

Пушкăртстанра 3 млн тонна ытла тырă пухнă

Юлашки эрне хушшинче çĕр ĕçченĕсем 500 пин тонна ытла тухăç пуçтарса кĕртнĕ.

Пушкăртстанра 3 млн тонна ытла тырă пухнă
Пушкăртстанра 3 млн тонна ытла тырă пухнă

Тинех çанталăк аграрисене тулли вăй-хăватпа ĕçлеме май панă. Иртнĕ эрнен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсем ÿсекен мĕнпур лаптăксен 79% (1, 11 млн га) çапнă. Çапла майпа 3, 113 млн тонна тырă пухса кĕртнĕ. ПР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пĕр гектартан 28 центнер тухăç илнĕ.

Республикăри 12 районта тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсен тухăçĕ 100 пин тоннăран иртнĕ. Çтерлĕ районĕнчи хуçалăхсем вара 190 пин тонна тырă пухса илнĕ.

Чи пысăк тухăç Кармаскалă районĕнче – пĕр гектартан 42 центнер.    

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас