Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
24 Сентябрӗн 2025, 13:00

Çу паракан тĕп культурăна пуçтарма пуçланă

Пушкăртстанри 16 районти аграрисем çу паракан тĕп культурăна  – хĕвел çаврăнăш – пуçтарма пуçланă тесе пĕлтернĕ ПР Ял хуçалăх министерстви.

Çу паракан тĕп культурăна пуçтарма пуçланă
Çу паракан тĕп культурăна пуçтарма пуçланă

2025 çулта асăннă культурăна 400 пине яхăн гектар акнă.

Паянхи кун тĕлне хĕвел çаврăнăшĕн 9,4 пин гектарне çапса илнĕ, 13,5 пин тонна çу вăрлăхĕ пухнă. Республикăра пĕр гектартан вăтамран 14,4 центнер тухăç илеççĕ.

Çав вăхăтрах республикăри çĕр ĕçченĕсем рапс та пуçтараççĕ. Хальлĕхе 110, 8 пин тонна çу вăрлăхĕ пухса кĕртнĕ, çавăн пекех 1,2 пин тонна – горчица, 19,4 пин тонна – соя, 45,1 пин тонна – йĕтĕн.

 - Регионта çу паракан культурăсен пĕтĕмĕшле тухăçĕ 194,4 пин тоннăпа танлашать, планри лаптăксен 18,5% çулнă, - ăнлантарса панă ведомствăра.   

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас