Ял хуçалăхĕ
25 Сентября 2025, 11:00

Сахăр кăшманĕн тухăçĕ – рекорд шайĕнче

Пушкăртстанра сахăр кăшманĕн вăтам тухăçĕ пĕр гектартан 480 центнерпа танлашнă тесе пĕлтернĕ ПР Ял хуçалăх министерствинче.

Сахăр кăшманĕн тухăçĕ – рекорд шайĕнчеСахăр кăшманĕн тухăçĕ – рекорд шайĕнче
Сахăр кăшманĕн тухăçĕ – рекорд шайĕнче

Паянхи кун тĕлне республикăра пылак тымара 20 пин гектар çинчен кăларнă, çакă пĕтĕмĕшле калăпăшăн 46% пулать. Пылак çимĕçе 965 пин тонна пухнă.

 - Вăтам тухăç пĕр гектартан 480 центнер таран ÿснĕ. Çав вăхăтрах Элшей районĕнче пылак тымара кашни гектартан 550 центнер кăлараççĕ, Буздяк тăрăхĕнче – 496 центнер, Благоварта – 490 центнер, - ăнлантарса панă ведомствăра.

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас