Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
6 Октябрӗн 2025, 15:30

Радий Хабиров: Пушкăртстанри тухăç савăнтарать

ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров правительствăн оперативлă канашлăвĕнче пирĕн аграрисем лайăх тухăç пуçтарса илнине палăртнă.

Радий Хабиров: Пушкăртстанри тухăç савăнтарать
Радий Хабиров: Пушкăртстанри тухăç савăнтарать

Паянхи кун тĕлне республикăра пĕтĕмĕшле 1 млн та 543 пин гектар çинчи тухăçа пухса кĕртнĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çапса тĕшĕлессипе çыхăннă ĕç вĕçленсе пырать. Мĕнпур лаптăксен 95 процентне çапса илнĕ, çакă 1 млн та 338 пин гектарпа танлашать. Халĕ 78 пине яхăн гектар çинчен пухса илмелли юлнă.

Республикипе пĕтĕмĕшле 3 млн та 650 пин тонна (пĕлтĕр – 3,2 млн тонна) тырă пухса кĕртнĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 27,4 центнерпа танлашнă (2024 çулта – 21,4 ц/га).   

Паянхи кун тĕлне тĕш тырă культурисене çапса тĕшĕлес ĕç тăватă районта вĕçленнĕ, 39 районта 90% ытла пурнăçланнă, 9 районта – 70% ытла.

Пĕр выльăх пуçне 25,6 центнер выльăх апачĕ хатĕрленĕ, çакă планăн 100,6 проценчĕпе танлашать. Кăçал утта 1,3 процент ытларах (676 пин тонна), сенажа 6% нумайрах (1 млн та 182 пин тонна) хатĕрленĕ. Паянхи кун тĕлне 943 пин тонна (планпа палăртнин 84%) силос хывнă.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас