Кĕрпесен тĕслĕхĕсем Россельхознадзорăн лабораторинче тĕрĕслев экспертизи иртнĕ.
Энтомологи, гербологи тата микологи экпертизисем карантин организмĕсене тупман. Пушкăртстанра туса кăларнă кĕрпесене Швейцарине ăсатнă.
Республикăри çăнăх авăртакан предприятисем Азербайджана, Армение, Грузие, Казахстана, Туркмение тата Узбекистана кăçалхи вунă уйăх хушшинче 25,36 пин тонна çăнăх ăсатнă. Çак хисеп иртнĕ çулхинчен 10,7 пин тонна ытларах.
Аса илтеретпӗр, "Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательство" наци тӗллевӗпе "Халӑхсен хушшинчи коопераципе экспорт"наци проекчӗ пурнӑҫланать. Унӑн тӗллевӗ - 2030 ҫул тӗлне чӗр тавар мар тата энергетика шутне кĕмен таварсен экспортне 70 процента çитересси.