Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
17 Ноябрӗн 2025, 16:30

Çу культурисене 900 пин тонна çапса кĕртнĕ

Ноябрь уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне Пушкăртстан Республикинче çу культурисем ÿсекен лаптăксен 82% пухса илнĕ. Урăхла каласан – 525 пин гектар. Техника культурисене пуçтарса кĕртесси çумăрсене пула вăраха тăсăлнă.

Çу культурисене 900 пин тонна çапса кĕртнĕ
Çу культурисене 900 пин тонна çапса кĕртнĕ

Çав вăхăтрах аграрисем рекордлă 900 пин тонна çу вăрлăхĕ тĕшĕленĕ. Çав шутра ытларах хĕвел çаврăнăшĕ – 580 пин тонна. Унăн тухăçĕ вăтамран пĕр гектартан 18,5 центнер тухнă.  Унсăр пуçне 132 пин тонна рапс, 93,5 пин тонна йĕтĕн, 85 пин тонна соя пухса кĕртнĕ. Ытларах çу культурисене Çтерлĕ районĕнче – 83 пин тонна, Мелеуз тăрăхĕнче – 62 пин тонна, Авăркас районĕнче 58,5 пин тонна  çапса илнĕ.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас