Ял хуçалăхĕ
23 Декабря 2025, 11:00

Пушкăртстанра тата 400 агрокласс уçăлĕ

2030 çул тĕлне республикăра шкулсемпе колледжсен никĕсĕ çинче тата 400 агрокласс уçăлмалла. Çакăн пирки ПР вице-премьерĕ – ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов пĕлтернĕ.

Пушкăртстанра тата 400 агрокласс уçăлĕПушкăртстанра тата 400 агрокласс уçăлĕ
Пушкăртстанра тата 400 агрокласс уçăлĕ

Унсăр пуçне 2026 çулта республикăри Ял хуçалăх министерстви икĕ колледжа çĕнетме укçа-тенкĕ уйăрĕ.

- Халĕ паянхи куна тивĕçтерекен кадрсем хатĕрлемелли система йĕркеленет. 2030 çул тĕлне аграри аслă шкулне тĕпрен юсăпăр, унти аудиторисем банксенчен лайăхрах пулĕç. Тĕллев - 2030 çул тĕлне выпускниксен 95%  ял хуçалăх производствинче ĕçлемелле. Пирĕн аграрисем пулас специалистсене шкул саккинченех хатĕрлемелле, - палăртнă Ильшат Фазрахманов.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас