Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
29 Декабрӗн 2025, 14:00

Ултă пин ытла мăйракаллă шултра выльăх туяннă

Кăçал Пушкăртстанра ăратлă выльăх усракан хуçалăхсенче пĕр ĕне пуçне вăтам сăвăм 8900 килогрампа танлашнă. Çулталăк хушшинче çак кăтарту 260 килограмм ÿснĕ, вăл виçĕ процентпа танлашнă.

Ултă пин ытла мăйракаллă шултра выльăх туяннă
Ултă пин ытла мăйракаллă шултра выльăх туяннă

Çулталăк пуçланнăранпа производительсем ултă пин ытла ăратлă мăйракаллă шултра выльăх туяннă. Сăмахран, 2024 çулта предприятисем 5623 пăру-пушмак туяннă. Вĕсенчен 5407-шĕ сĕт параканнисем, 216-шĕ аш-какай туса илмеллисем.

Республикăра мăйракаллă шултра выльăх туянма субсиди параççĕ. Тăкаксен 50% тавăрса параççĕ, анчах та пĕр выльăх пуçĕшĕн 60 пин тенкĕрен ытла мар.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас