Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
16 Кӑрлач , 17:00

Чикĕ леш енне çăнăх ытларах ăсатнă

Россельхознадзорăн регионти управленийĕ 2025 çулта  Азербайджанпа Армение, Грузипе Казахстана, Туркменипе Узбекистана ăсатнă 30,6 пин тонна ытла тулă тата ыраш çăнăхне тĕрĕсленĕ.

Чикĕ леш енне çăнăх ытларах ăсатнă
Чикĕ леш енне çăнăх ытларах ăсатнă

Экспорт тиевĕн 568 партинчен суйласа илнĕ тĕслĕхĕсене лаборатори тĕрĕслевĕ витĕр ирттернĕ.

«Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх хăрушă карантин организмĕсене тупайман. Пушкăртстан çăнăхĕ импортер-çĕршыв ыйтнине тивĕçтерет», - палăртнă надзор ведомствинче.

Танлаштарма: 2024 çулта Пушкăртстан Азербайджанпа Армение, Грузипе Казахстана, Туркменипе Узбекистана 20,3 пин тонна тулă тата ыраш çăнăхне ăсатнă пулнă.

«Тивĕçлĕ те тухăçлă ĕç тата ăнăçлă предпринимательство» наци тĕллевĕ шайĕнче «Тĕнчери коопераци тата экспорт» наци проекчĕ пурнăçланать.  Унăн тĕллевĕ 2030 çул тĕлне чĕр таварсен тата энергетика таварĕсен шутне кĕмен продукцин экспортне 70 процента çитересси.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас