-15 °С
Пӗлӗтлӗ
«Раевсахар» компани тата Чишмари сахăр завочĕ 1,5 млн тонна сахăр кăшманĕ хатĕрленĕ. Паянхи кун тĕлне предприятисем 200 пин тонна яхăн шурă сахăр туса кăларнă. Çакă вăл иртнĕ çулхинчен 9 % нумайрах пулса тухать.
2025 çулта Пушкăртстанра сахăр кăшманне 43 пин гектар çинче акнă. Асăннă культурăна çитĕнтерекен республикăри хуçалăхсем рекордлă кăтартусем тунă – гектартан 480 центнер тухăç тухнă. Пĕтĕмĕшле 2,1 млн тонна пылак тымар пухса илнĕ.
Юрий СНЕГОПАД.