Кунта вутăпа ăшăтакан пысăк тимĕр кăмака ларать. Çавăнпа та хĕл кунĕсенче ял хутлăх тата ферма территорийĕнче тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлакан тракторсем тăракан пÿлĕмре ăшă. Унсăр пуçне механизаторсене канма та, апатланма та майсем туса панă.
- Хуçалăхри пĕтĕм техника ĕçлет. Çавăнпа вĕсене тасатса-сĕрсе çеç тăмалла. Прицеп оборудованийĕсене çуркунне пуçлансан, уй-хире тухиччен, тĕпрен юсатпăр. Ытти кунсенче те техникăна юсатпăр, анчах вак-тĕвек ĕçсем пурнăçлатпăр. Халĕ хуçалăхăн ферминчен илсе килнĕ ĕне сумалли агрегатăн вакуумлă насосне юсатăп. Унччен маларах токарь станокне юсанăччĕ, - тет техникăна лайăх ăнланакан, юсама пултаракан Алексей Егоров.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек районĕ, Пăслăк ялĕ.