Çакнашкал пулăшăва АПКан кадр потенциалне пулăшупа тивĕçтерекен республика программи шайĕнче парĕç. Программăпа килĕшÿллĕн ял хуçалăх организацийĕсенче ĕçлекен çамрăк специалистсене 750 пин тенкĕ уйăраççĕ.
- «Апат-çимĕç хăрушсăрлăхне технологисемпе тивĕçтересси» наци проекчĕ иккĕмĕш çул пурнăçа кĕрет. Унăн шайĕнче «АПКри кадрсем» федераллă проект йĕркеленĕ. 2030 çул тĕлне агропромышленность комплексĕн предприятийĕсене 95 процент таран специалистсемпе тивĕçтеремелле. Паянхи кун Раççейри Ял хуçалăх министерстви компетентлă специалистсем, отрасль ертÿçисем тата пулас фермерсем хатĕрлес енĕпе система йĕркеленĕ. Эпир çак енĕпе ĕçлени системăн пĕр пайĕ шутланать, - ăнлантарса панă правительствăн вице-премьерĕ – ПР ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов.
Конкурспа çыхăннă тулли информаципе Ял хуçалăх министерствин сайтĕнче паллашма пулать.