Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
14 Нарӑсӑн , 11:00

Ял хуçалăх производстви çулталăкра 6,8% ÿснĕ

2025 çулта Пушкăртстанра ял хуçалăх производствин ÿсĕмĕ 6,8 процентпа танлашнă. Ÿсен-тăран продукцине туса кăларасси 14,2 процент, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ 1,5 процент ÿснĕ.

Ял хуçалăх производстви çулталăкра 6,8% ÿснĕ
Ял хуçалăх производстви çулталăкра 6,8% ÿснĕ

Атăлçи федераллă округри 14 регион хушшинче Пушкăртстан саккăрмĕш вырăна тухнă. Иртнĕ çул чи пысăк ÿсĕм Пенза облаçĕнче 16,8% пулнă, иккĕмĕш вырăнта Чĕмпĕр облаçĕ -16,6%, виççĕмĕшĕнче Саратов облаçĕ – 11,2%.

Пĕтĕмĕшле Атăлçи федераллă округра 2025 çулта ял хуçалăх производствин ÿсĕмĕ 7,9% танлашнă: ÿсен-тăран ÿстересси 14,7 процент, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси 0,9 процент ÿснĕ. Пĕтĕмĕшле Раççейре агропромышленность комплексĕ 4,9 процент ÿснĕ: ÿсен-тăран çитĕнтересси - 9,2%, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси 0,1%.

2026 çулта регионти влаçсем ял хуçалăх продукцин производствине 3 процента ÿстерме, 327 млрд тенке çитерме палăртаççĕ. Кăçал республикăра халиччен усă курман 29 пин гектар çĕр лаптăкне хута ярса ака-суха тумалли лаптăка 2,6 млн гектара çитересшĕн.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас