Кĕçех Пушкăртстан Республикинче çурхи ака-суха ĕçĕсем пуçланĕç. Иртнĕ çулсенчи вăтам кăтартусемпе килĕшÿллĕн регионти уй-хир ĕçĕсем апрель уйăхĕн иккĕмĕш çуррипе тÿр килеççĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, республикăри çĕр ĕçченĕсем ака-суха кампанине ирттерме çăмăллăхлă кредитсемпе усă кураççĕ.
- Çурхи уй-хир ĕçĕсем – ял хуçалăх предприятийĕсемшĕн пысăк тăкакпа çыхăннă тапхăр. Паллах, çăмăллăхлă кредит паракан федераллă программа ака-суха кампанине тухăçлă йĕркелесе ирттермелли тĕп факторсенчен пĕри пулса тăрать. Унпа усă курса вăрлăхсем, техника валли запас пайсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянаççĕ, - тенĕ ПР Правительствин премьер-министрĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов.
Пирĕн MАХри канал - https://max.ru/ursassi.