+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Ҫтерлӗ районӗнчи Калинин ячӗллӗ çĕнĕ сӗт-тавар комплексĕ Пушкӑртстанри чи пысӑк предприятисенчен пӗри шутланать. Производствӑра искусствăлла интеллект технологийӗсемпе усӑ кураҫҫӗ.
Инвестицисен калӑпӑшӗ 6,2 млрд тенкӗпе танлашать, проекта пурнӑҫа кӗртме 2022 ҫулта пуçланă, предприяти ҫитес ҫул пуҫламӑшӗнче пĕтĕм хăвачĕпе ĕçлеме тытăнĕ. Сӗт-ҫу ферминче 3500 сӑвакан ӗне усрама палӑртаççĕ, паянхи кун выльӑх шучӗ 2040 пуҫпа танлашать. Предприяти ҫулталӑкра 40 пин тонна сӗт туса кăларма тивĕç.