Уй-хир ӗҫӗсене хатӗрленнӗ чухне Пушкӑртстан аграрийӗсем тракторсен çаклатмалли хатĕрĕсене, шӑллă сÿресемпе катокӗсене юсаса пӗтернӗ, ҫавӑн пекех çĕре сухалакан тата акакан машинӑсене хатĕрлессине вĕçлесе пыраççĕ. Апрель уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне уй-хир ӗҫӗсене хутшӑнакан тракторсен пурин те техосмотр иртмелле. Паян трактор паркӗн хатӗрлӗхӗ 95 процентпа танлашать.
– Техника хатӗрлӗхӗ – 2026 ҫулхи çур акине ирттермелли чи кирлĕ фактор, хире тухиччен вӑхӑт нумаях юлмасть, - палӑртнă ПР вице-премьерӗ Ильшат Фазрахманов. - Паян ял хуҫалӑх машинисемпе агрегачӗсене вӑхӑтлă тата пахалӑхлӑ юсаса хатӗрлени пӗлтерӗшлӗ.
Техника паркне çĕнетнипе иртнĕ çулхипе танлаштарсан çур акинче 200 акмалли тата алмалли-сухаламалли агрегат нумайрах усă курĕç.
Ильшат Фазрахманов регионта çур аки апрель уйăхĕн 20-мĕшĕнче пуçланасси пирки пĕлтернĕ. Вӑл 32 миллиард тенке ларӗ, вӗсенчен 17,5 миллиард тенки – ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсем. Тырăсене 1,4 млн гектар çĕр лаптăкĕ çинче лартма палăртаççĕ, çакă иртнĕ çулхинчен икĕ процент нумайрах. Техника культурисен лаптăкĕ те пысăкланĕ.
Çур аки ĕçĕсене ирттерме аграрисене 40 пин тонна дизель топливи кирлĕ пулĕ. ПР ял хуçалăх министрĕ тĕнчере топливо кризисĕ пулсан та ял хуçалăх производителĕсем валли сĕрмелли-çунтармалли материал çителĕклĕ пулнине пĕлтернĕ.