

- Кооперативсен шучĕ ÿснипе пĕрле унта ĕçлекенсен шучĕ те йышлăланать. Паянхи кун ял хуçалăх кооперацийĕсенче 6,4 пин çын (фермерсем, тавар туса кăларакансем тата аграри секторĕнчи ытти ĕçсене хутшăнакансем) тăрăшать, - тенĕ ПР Правительствин премьер-министрĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов.
Тупăш ÿснипе пĕрле тÿлеме тивĕçлĕ налог хисепĕ те ÿснине палăртса хăвармалла. Асăннă виçе 3,6 хут пысăкланса 180,4 млн тенке çитнĕ. Çак ÿсĕм регионти экономикăна çирĕплетнисĕр пуçне ял хуçалăх сферине тата районсен социаллă инфраструктурине хывакан инвестицисем валли хушма майсем туса парать.
Кооперативсем ял хуçалăх продукцине туса илессине мала хураççĕ. 2025 çулта асăннă ĕç-хĕле 241 кооператив илсе пынă, пĕтĕмĕшле чĕр тавартан 83 пин тонна продукци туса илнĕ. Пушкăрт кооперативĕсен продукцине республикăри икĕ пин ытла суту-илÿ вырăнĕнче сутаççĕ.