Ял хуçалăхĕ
13 Апреля , 12:00

Сакăр вун пĕр çамрăк специалист патшалăх пулăшăвĕ илнĕ

Пушкăртстан «Апат-çимĕç хăрушсăрлăхне технологи тĕлĕшĕнчен тивĕçтересси» наци проекчĕн тĕллевĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе хастар ĕçлет. 2030 çул тĕлне республика агропромышленность комплексĕн предприятийĕсене 95% таран кадрсемпе тивĕçтерме палăртать.

Сакăр вун пĕр çамрăк специалист патшалăх пулăшăвĕ илнĕСакăр вун пĕр çамрăк специалист патшалăх пулăшăвĕ илнĕ
Сакăр вун пĕр çамрăк специалист патшалăх пулăшăвĕ илнĕ

ПР Ял хуçалăх министерствинче агропромышленность комплексĕн кадр ыйтăвĕсем тĕлĕшпе регион шайĕнчи пулăшу программин суйлавĕ иртнĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, аграри отраслĕнче ĕçлекен 81 çамрăк специалист патшалăх пулăшăвĕ илнĕ.

2026 çулта суйлав конкурсне 111 çамрăк специалист хутшăннă.

Çакна та палăртса хăвармалла: суйлав турĕ витĕр иртнисене регион бюджетĕнчен пĕр хутчен 750 пин тенкĕ панă.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас