Урал сасси
+15 °С
Облачно
Ял хуçалăхĕ
6 Мая , 12:00

Ултă районта акмалли çĕрсен пĕрре виççĕмĕш пайне акнă

Элшейпе Авăркас, Благоварпа Буздяк, Кармаскалăпа Çтерлĕ  районĕсенче ака-суха тума палăртнă лаптăксен 30% çурхи культурăсем акнă.

Ултă районта акмалли çĕрсен пĕрре виççĕмĕш пайне акнăУлтă районта акмалли çĕрсен пĕрре виççĕмĕш пайне акнă
Ултă районта акмалли çĕрсен пĕрре виççĕмĕш пайне акнă

Май уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне республикăн 49 районĕнче çурхи культурăсене çĕре хываççĕ. Çапла ĕçсене 335,5 пин гектар çинче (планпа палăртнинчен 17%) пурнăçланă. Ака-суха ĕçĕсем, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, маларах пулса пыраççĕ.

Пĕтĕмĕшле кăтарту енĕпе Çтерлĕ районĕ малта пырать. Кунта çурхи культурăсене 18 пин гектар ытла акнă.

Аграрисем ытларах хĕвел çаврăнăшĕ (90 пин га) тата тулă  (81 пин ытла га) акнине палăртса хăвармалла.

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас