Урал сасси
+15 °С
Облачно
Ял хуçалăхĕ
15 Мая , 10:00

Аграрисем тăватă уйăх хушшинче 4,1 млрд тенкĕлĕх техника туяннă

Пушкăртстан Республикинчи аграрисем кăçалхи тăватă уйăх хушшинче 4,1 млрд тенкĕлĕх 643 ял хуçалăх техники туяннă. Çĕр ĕçченĕсене Раççейре туса кăларнă çĕнĕ техникăпа тата оборудованипе тивĕçтересси «Апат-çимĕç хăрушсăрлăхне технологи тĕлĕшĕнчен тивĕçтересси» наци проекчĕн тĕллевĕпе килĕшсе пурнăçланать.

Аграрисем тăватă уйăх хушшинче 4,1 млрд тенкĕлĕх техника туяннăАграрисем тăватă уйăх хушшинче 4,1 млрд тенкĕлĕх техника туяннă
Аграрисем тăватă уйăх хушшинче 4,1 млрд тенкĕлĕх техника туяннă

 – Çулталăк пуçламăшĕнчен республикăри ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансем 114 трактор, тĕш тырă пуçтаракан 37 комбайн, çĕре кăпкалатакан тата ака-сухара усă куракан 170 техника, çавăн пекех ытти оборудовани туяннă, – тесе пĕлтернĕ ПР вице-премьерĕ – ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов.

Районсем тăрăх пăхса тухсан, ытларах Çтерлĕпе Мелеуз тата Кармаскалă районĕсенчи хуçалăхсем хăйсен пурлăх никĕсене çĕнетнĕ – 180-480 млн тенкĕ тăкакланă.     

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас