

Республикăри аграрисем 650 пин тонна утă, 1 миллион та 100 пин тонна сенаж тата 1 миллион тонна силос хатĕрлеме палăртаççĕ. Вăтамран пĕр выльăха хĕл каçма 28 центнер утă-улăм тата сĕтеклĕ апат кирлĕ. Шутлава 351,2 пин выльăх çитĕнтерекен ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресченпе фермер хуçалăхĕсем хутшăнаççĕ. Çакна та палăртса хăвармалла: выльăх-чĕрлĕх нумай продукци паракан предприятисен пĕр пуç выльăх пуçне 30-36 центнер выльăх апачĕ хатĕрлеме тивĕ.
ПР Правительствин премьер-министрĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов выльăх апатне хатĕрлемелли тапхăра пăхăнни пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă
– Çанталăк условийĕсем меллĕ. Утăпа сенаж пахалăхне сыхласа хăварас тесен халех çулма тухмалла, – тенĕ вăл.