+18 °С
Ясно


Кун пирки правительство канашлӑвĕнче пĕлтернĕ. Пушкӑртстан ӗне йышӗпе иккӗмӗш вырӑн йышӑнать – республикӑри хуçалăхсенче 317 пин пуç тытаççĕ. Иртнĕ çул фермӑсенче 1,5 млн тонна сӗт суса илнӗ, вӗсенчен 781 пин тонна тавар сӗчӗ. 2018 ҫултанпа ӗнесен сăвăмĕ 50 процент ӳснӗ.
Выльӑх-чӗрлӗх комплексӗсене тума тата ҫӗнетме пурӗ 28 миллиард тенкӗ хывнӑ.
Кӑҫал республикӑра тата 8 миллиард тенкӗлӗх ҫичӗ инвестици проектне пурнăçа кĕртĕç. 2030 ҫул тӗлне тавар сӗчӗ туса илессин калӑпӑшӗ 1 млн тонна ҫитмелле.