Урал сасси
+18 °С
Облачно
Ял хуçалăхĕ
3 Июля , 11:00

Чекмагушпа Авăркас районĕсем сĕт туса илессипе малта

Июнь уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне регионта 393 пин тонна ытла таварлă сĕт туса илнĕ. Иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан, 17,8 пин тонна нумайрах.

Чекмагушпа Авăркас районĕсем сĕт туса илессипе малтаЧекмагушпа Авăркас районĕсем сĕт туса илессипе малта
Чекмагушпа Авăркас районĕсем сĕт туса илессипе малта

Пĕтĕмĕшле кăтартăва лайăхлатас енĕпе çичĕ муниципаллă районти хуçалăхсем пĕлтерĕшлĕ тÿпе хывнă. Вĕсенче талăкне 100 тонна ытла продукци туса илнĕ. Таварлă сĕт туса илессипе Чекмагушпа Авăркас районĕсем малта пыраççĕ. Вĕсенчи талăкри кăтарту 250 тата 236 тоннăпа танлашнă. Çавăн пекех çичĕ лайăх район шутне Илишпа Çтерлĕ, Дюртюлĕпе Мелеуз тата Ермеккей районĕсем кĕнĕ.

Асăннă районсенчи пысăк кăтартусем паянхи сĕт-çу комплексĕсем хăпартмалли тата вĕсене çĕнетмелли пысăк инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртнипе çыхăннă. Çĕнĕ тата çĕнетнĕ фермăсене пысăк технологиллĕ оборудованисемпе тивĕçтернĕ. Çакă продукци туса илессине ÿстерме, выльăхсене усрамалли условисене лайăхлатма пулăшать.      

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас