

Пушкăрт аграри университетĕнче иртнĕ республикăри «Уй-хир кунĕ-2026» агрофорум çитĕнÿсен выставки çеç мар, Раççей ял хуçалăх промышленноçĕ лайăх енне улшăннине кăтартса панă.
Тĕп вырăнта пилотсăр вĕçев аппарачĕсем, искусствăлла интеллект тата робототехника пулнă. Асăннă инструментсем республикăри ял хуçалăхĕнче тĕп ыйтусене татса пама пулăшаççĕ.
- Пире ял хуçалăх производствине тытса пыма стратегиллĕ шухăшлавпа цифра платформисем кирлĕ, унсăрăн конкурентсем çисе яраççĕ, - ăнлантарса панă Ильшат Фазрахманов.
Программăра улăп-пилотсăр вĕçев аппарачĕ пулнă. Çĕр килограмм ытла удобрении çĕклекен «кайăк» пĕр вĕçевре вунă гектар çĕр лаптăкне им-çамлама пултарать.
- Паянхи кун вĕсем çĕр çинче ĕçлекен техникăн ĕçне хăй çине илеççĕ, - ăнлантарса панă ПР вице-премьерĕ. – Вĕçев аппарачĕсен усси питĕрех те çумăр вăхăтĕнче уй-хире техника пырса кĕреймен чухне палăрать. Малашне уй-хирсем çийĕн пин-пин çакăн евĕр машинăсем вĕçĕç.
Ильшат Фазрахманов каланă тăрăх, асăннă çĕнĕлĕх экономика тĕлĕшĕнчен çĕр çинчи техникăран усăллăрах. Регионти тĕллев – пысăк агродронсен паркне 2030 çул тĕлне 150-200 единица таран çитересси.
Паянхи кун искусствăлла интеллектлă пысăк мар квадрокоптерсем анасене тĕрĕслеççĕ пулсан, фермăсенче роботсем тăрăшаççĕ. Республикăра 37 робот комплексне хута янă, сĕт фермисен ĕçне искусствăлла интеллект пулăшăвĕпе илсе пыраççĕ.
Ĕнесем çине камерăсем пăхаççĕ. Нейросеть кашни ĕнене астуса юлать. Робот выльăх хăйне мĕнле тыткаланине пĕлет, улшăнусем пулсан çийĕнчех систерет. Вырăнти Айболит çакна асăрхиччен 3-4 кун хушшинче ĕнен хăтланкаларăшне, уттине сăнаса чирлени çинчен пĕлтерет.
«Таврос» агрохолдинг та айккинче тăрса юлман, хуçалăхри сыснасен сывлăхĕсене талăк тăршшĕ компьютер куçĕсем сăнаççĕ.
«Цифра вĕлли 2.0» проект агрофорумра тепĕр тĕлĕнтермĕш пулнă. Халĕ Пушкăрстанра хуртсене те сăнаççĕ иккен. Вĕллесенче ăслă тараса тата хупăлчине уçмалли ГЛОНАСС/GPS блоксем пур. Искусствăлла интеллект пурне те тишкерет: продукт виçинчен пуçласа хуртсем уйăриччен. Халĕ смартфонпа утара ертсе пыма пулать.
Пушкăрт аграри университетĕнче иртнĕ республикăри «Уй-хир кунĕ-2026» агрофорум ансат чăнлăха тÿрре кăларнă: наука кабинетра çеç мар, уй-хирте те ĕçлемеллине.