Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Ял хуçалăхĕ
28 Июлӗн , 13:00

Радий Хабиров вырмара малта пыракан районсене палăртнă

Çтерлĕпе Авăркас тата Кармаскалă районĕсем кĕрхи культурăсене пуçтарса кĕртессипе малта пыраççĕ. Çакăн пирки ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров хăйĕн социаллă сечĕсенче пĕлтернĕ.

Радий Хабиров вырмара малта пыракан районсене палăртнăРадий Хабиров вырмара малта пыракан районсене палăртнă
Радий Хабиров вырмара малта пыракан районсене палăртнă

Республика ертÿçи илсе кăтартнă кăтартусемпе килĕшÿллĕн 96 пин гектар çинчи тĕш тырă культурисене пухса илнĕ. Çакă асăннă культурăсем йышăнакан лаптăксен пĕрре виççĕмĕш пайĕпе (пурĕ 280 пин гектар) танлашать.

 «Аграрисем 351 пин тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. Вăтамран тухăç пĕр гектартан 39 центнер тухнă – çакă лайăх кăтарту! Çĕр ĕçченĕсен ĕçĕ нумай. Черетре – пăрçапа урпа, çурхи тулăпа çу культурисем. Республикăри аграрисен умĕнче пуç таятпăр. Йывăрлăхсене пăхмасăр вĕсем лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ. Çакăнтан пирĕн апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ килет тесен те йăнăш пулмĕ», - тесе çырнă Радий Хабиров.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас