Урал сасси
+14 °С
Облачно
Ял хуçалăхĕ
3 Августа , 11:30

Элеваторсемпе сахăр завочĕсем çĕнĕ сезона хатĕрленеççĕ

Пушкăртстанра çĕнĕ тухăç йышăнакан элеваторсемпе сахăр завочĕсене тĕрĕслес ĕç вĕçленет тесе пĕлтернĕ ПР ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов.

Элеваторсемпе сахăр завочĕсем çĕнĕ сезона хатĕрленеççĕЭлеваторсемпе сахăр завочĕсем çĕнĕ сезона хатĕрленеççĕ
Элеваторсемпе сахăр завочĕсем çĕнĕ сезона хатĕрленеççĕ

- Çак эрнере элеваторсене тĕрĕслесе йышăнас ĕçе вĕçлĕпĕр. Республикăри вăтăр тăватă элеваторăн тата аграрисен склад пÿлĕмĕсен пĕтĕмĕшле хăвачĕ 4,2 млн тонна тĕш тырă тата çу культурисене упрама май парать. Паянхи кун ĕçлекен кăтартусемшĕн çакă çителĕклĕ, - тенĕ Ильшат Фазрахманов.

Çав вăхăтрах Пушкăртстанри сахăр завочĕсене те – «Раевсахар» тата «Чишмари сахăр завочĕ» – тĕрĕслеççĕ. Кашни завод талăкне 12 пин тонна сахăр кăшманĕнчен продукци туса кăларма пултарать. «Раевсахар» тата «Чишмари сахăр завочĕ» 1 млн тонна чĕр тавар йышăнма палăртаççĕ. Предпрятисене август уйăхĕн вĕçĕнче хута ярĕç.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас