

Республикăри аграри предприятийĕсем пĕрремĕш çур çулта 6 млрд тенкĕлĕх 928 ял хуçалăх машини туяннă. Çав шутра 152 трактор, 58 тĕш тырă вырмалли комбайн, 6 выльăх апачĕ хатĕрлемелли комбайн, 58 хăй тĕллĕн сирпĕтекен хатĕр, çĕре кăпкалатакан тата ака-суха тăвакан 250 техника. Агропромышленность комплексĕн техника паркне «Апат-çимĕç хăрушсăрлăхне технологипе тивĕçтересси» наци проекчĕн витĕмĕпе çĕнетеççĕ.
Хальхи вăхăтра республикăн 44 районĕнче кĕрхи тĕш тырăпа рапса пухса кĕртеççĕ. Çĕр ĕçченĕсем 600 пин тонна тырă çапса илнĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 36 центнерпа танлашать. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан 5 центнер нумайрах.