Урал сасси
+17 °С
Дождь
Ял хуçалăхĕ
13 Августа , 05:00

5 560 пуç ĕне вырнаçмалăх ферма хăпартĕç

Çĕнĕ сĕт фермине Çтерлĕ районĕнче хăпартĕç. ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров инвестора суту-илÿсĕр çĕр лаптăкĕпе тивĕçтересси çинчен калакан хушăва алă пусса çирĕплетнĕ.

5 560 пуç ĕне вырнаçмалăх ферма хăпартĕç5 560 пуç ĕне вырнаçмалăх ферма хăпартĕç
5 560 пуç ĕне вырнаçмалăх ферма хăпартĕç

Документра çырнинчен çакă паллă:  выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче 5 560 пуç ĕне вырнаçма пултарать. Фермăна Буриказган ял Канашĕн территорийĕнче хăпартĕç.

ПР Çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствине çĕр лаптăкне тара парасси çинчен калакан хушăва хатĕрлеме хушнă. Асăннă хушу мĕнле майпа пурнăçа кĕрессине ПР Правительствин премьер-министрĕн çумĕ -  республикăри Çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен ведомствин ертÿçи Наталья Полянская тĕрĕслесе тăрĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас