Урал сасси
+11 °С
Облачно
Ял хуçалăхĕ
14 Августа , 06:30

СВО ветеранĕ лашасем ĕрчетет

Балтач районĕнчи СВО ветеранĕ Ильмер Фаррахов  йывăр сурансене пула вăрçă хирне таврăнайман. Вăл демобилизаци хыççăн фермер ĕç-хĕлне пуçăннă.

СВО ветеранĕ лашасем ĕрчететСВО ветеранĕ лашасем ĕрчетет
СВО ветеранĕ лашасем ĕрчетет

«Агростартап» грантпа усă курса хăйĕн ĕçне пуçарса янă. Асăннă программа аграри сферинчи пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантарма пулăшать.

Ятарлă çар операцийĕ пуçланиччен Ильмер Фаррахов Çĕпĕрте вахта мелĕпе ĕçленĕ. Сипленнĕ, протез лартнă хыççăн СВО ветеранĕ хăйĕн пурнăçне шăпах улăштарнă: юхăннă карта-хуралтăна сÿтсе çĕннине хăпартнă, МТЗ трактор тата ун çумне çаклатакан оборудовани туяннă.

Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса пушкăрт лашисем ĕрчетнĕ. Хальхи вăхăтра Балтач арĕ выльăхсене хĕл каçарма утă-улăм хатĕрлет. Паянхи кун хуçалăхра 42 лаша пур. Фермăра икĕ ĕç вырăнĕ уçăлнă.  Ильмер Фаррахов хăйне тупăш тунисĕр пуçне  ытти ентешĕсене те ĕçе вырнаçма пулăшать.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас