

Республикăри 16 фермер хуçалăхĕ тата икĕ кооператив пĕтĕмĕшле 156 млн тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ илме тивĕçнĕ.
- Регионта агропромышленность комплексĕн сферинче пĕчĕк, вăтам тата пысăк бизнес активлă аталанать. Ял хуçалăх кооперативĕсене, фермерсене, çав шутра тин çеç ĕçе пуçăннисене аталанма вырăн пур, юхăмсем нумай. Грантсене çĕнсе илнисем хăйсен проекчĕсене ăнăçлă пурнăçа кĕртессе шанатпăр, - тенĕ ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов.
Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса производство валли объект тата хатĕр продукцие упрамалли вырăн хăпартма, çĕр лаптăкĕ, техникăпа оборудовани, выльăхсемпе (сыснасемсĕр пуçне) чăх-чĕпсем туянма, çутăпа газ, шыв пăрăхĕсем ирттерме пулать.
2026 çулта фермер хуçалăхне аталантарассипе çыхăннă конкурса 23 çынна хутшăнма ирĕк панă. Вĕсенчен 16-шĕ вунă тата ытла балл пухнă. Грантсен пĕтĕмĕшле виçи 133, 6 млн тенкĕпе танлашнă.
Ял хуçалăх кооперативĕсен хушшинче икĕ кооператив мала тухнă, вĕсене 23 млн тенкĕ уйăрса панă.