Урал сасси
+10 °С
Ясно
Ял хуçалăхĕ
7 Сентября , 13:00

Çу тумалли культурăсен тухăçĕ пысăк

Пушкăртстан правительствин вице-премьерĕ - ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов çирĕплетне тăрăх, республикăри аграрисен иртнĕ çулхи пекех кăçал та çу культурисен тухăçĕ пысăк пулмалла.

Добавить в предпочтительные источники Google
Çу тумалли культурăсен тухăçĕ пысăкÇу тумалли культурăсен тухăçĕ пысăк
Çу тумалли культурăсен тухăçĕ пысăк

 

«Çу культурисен тухăçĕ лайăх пуласса шанатпăр – пĕр миллион тонна ытла»,-тесе хуравланă вăл Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров пулас тухăç пирки ыйту парсан.

Хальлĕхе регионта çу культурисен пĕтĕмĕшле лаптăкĕн 105 гектарне (ку вăл планпа палăртнин 14 %) çулнă. Пурĕ 135 пин тонна тухăç пухса илнĕ. Çав

вăхăтрах сахăр кăшманне пухса илесси пырать. Паянхи кун тĕлне 5,7 пин гектар çинчен пуçтарнă, 215 пин тонна тымар çимĕç пухса илнĕ.

Республикăри сахăр завочĕсем чĕр тавар хатĕрлессипе ĕçлеççĕ тесе палăртнă правительствăн канашлăвĕнче. Сентябрь уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне Пушкăртстанри сахăр завочĕсем 45 пин тонна чĕр тавар хатĕрленĕ. Пылак тымар çимĕçре сахăр тытăмĕ 15,8 процентпа танлашнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов