Урал сасси
+18 °С
Облачно
Ял хуçалăхĕ
10 Сентября , 04:00

Пĕчĕк йышпа пысăк çитĕнÿсем патне

Республикăра сентябрь уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 72 % лаптăкне пухса илнĕ. Чылай хуçалăхсенче асăннă культурăсене çапса илесси вĕçленнĕ. Çав шутра Пишпÿлек районĕнчи Киров ячĕллĕ хуçалăхра та. Кунта пĕрчĕллĕ культурăсем 3 пин ытла гектар йышăнаççĕ. Ĕççи кал-кал пынине палăртмалла.

Пĕчĕк йышпа пысăк çитĕнÿсем патнеПĕчĕк йышпа пысăк çитĕнÿсем патне
Пĕчĕк йышпа пысăк çитĕнÿсем патне

- Кăçалхи пек пулнине астумастăп - ĕçсем ăнса та çăмăл пыраççĕ. Çанталăкĕ те кÿрентермест, техника та çĕмĕрĕлсе кăмăла пăсмасть. Пĕрчĕллĕ культурăсене пухса пĕтертĕмĕр. Вăтам тухăç гектартан 25 центнерпа танлашрĕ. Ырашпа кĕрхи тулă кăтартăвĕсем пысăкрах та. Пĕчĕк йышпа самай пысăк çитĕнÿсем тума пултартăмăр тесен те йăнăш пулмĕ. Тата 500 гектар çинчи хĕвел çаврăнăшĕпе 100 гектар çинчи сойăна пухса илесси юлать, - сăмаха виçсе те шухăшласа калаçрĕ сакăр çул хуçалăха ертсе пыракан Александр Тихонов председатель.
Эпир Киров ячĕллĕ СПКра пулнă кун çĕр ĕçченĕсем хура тул уйĕнчи тухăçăн юлашки гектарĕсене пухса илетчĕç. Хирте виçĕ комбайн пĕрин хыççăн тепри çаврăм тăваççĕ. Дон-1500 уй-хир карапĕсемпе Сергей Васильевпа Сергей Тихонов тата Акрос-585-пе Геннадий Тихонов уяр çанталăкăн кашни минучĕпе тухăçлă усă курма тăрăшни куç умĕнче. Вĕсене сăн ÿкерчĕк ÿкерме чарса тăнă вăхăтра та комбайнерсем хăвăртрах штурвал умне васкарĕç. Малтанхи иккĕшĕ паянхи кун тĕлне 8 пиншер центнер тĕш тырă çапса илнĕ пулсан, Геннадий Александровичăн кăтартăвĕ 18 пин центнерпа танлашать. Вĕсем пухса илнĕ тырра Сергей Лапшинпа Анатолий Яковлев водительсем КамАЗ автомобильсемпе тирпейлĕн йĕтем çине турттараççĕ.
Пушаннă хирсене хура сăн кĕртекенсем - Сергей Ильмурзинпа Виталий Степанов трактористсем. Пĕрремĕшĕ К-700 тракторпа суха тăвать пулсан, иккĕмĕшĕ дискаторпа хура çĕре кăпкалатать, вĕсем çитес çулхи тухăç никĕсне хываççĕ.
Йĕтем çинче те ĕç вĕресе тăрать. Олег Рузаков агроном ертсе пыракан бригада ĕçе пĕлсе те пĕр çыхăнура йĕркеленĕ. Кунта Владимир Абрамовпа Юрий Михайлов ЗАВ-20 тата КЗС-25 тырра типĕтсе тасатакан агрегатсемпе, Вадим Абрамов водитель хăйĕн хурçă учĕпе тăрăшулăх кăтартнине палăртмалла. Валентина Капитонова весовщик вара килнĕ кашни центнер тырра тÿрĕ кăмăлпа шута илсе пырать. Марина Степанова склад ертÿçи хатĕр тавара кĕлетсене йышăнать.
Светлана Яковлева повар пирки уйрăм ăшă сăмахсем каламалла. Ĕçлекенсене вĕри те тутлă апатпа тивĕçтерсе вăл кашнин кăмăлне çĕклеме пултарать. Тивĕçлĕ канура пулнине пăхмасăр çуркуннерен пуçласа мĕн хура кĕркуннеччен апат хуранĕ умĕнчен кайма пĕлмест.
Ĕç вăйĕ пирки ыйту хускатнă май хуçалăх ертÿçи кĕскен çакна пĕлтерчĕ:
- Ял хуçалăхĕнче кадрсен ыйтăвĕ çивĕч тăни никамшăн та çĕнĕлĕх мар. Çавăнпа та ĕççи вăхăтĕнче специалистсене тĕрлĕ çĕрте тупма, ĕç вăйĕ шырама тÿр килет. Ĕçлекене эпир яланах тивĕçлĕ тÿлеме тăрăшатпăр. Çынна пĕрре кÿрентерсе шанăçран тухсан вăл сана тепринче ăнланас çук. Хальлĕхе çапла ал-ура çавăркалатпăр, - терĕ Александр Маркелович.
Çапла çĕр ĕçĕнче кашнин валлиех ĕç пур, ан ÿркен çеç. Çĕр аннемĕр хăйне тивĕçлĕ тимлĕх уйăракана кÿрентермест, тухăçне те парать, кĕр мăнтăрĕпе те савăнтарать.

Пĕчĕк йышпа пысăк çитĕнÿсем патне
Пĕчĕк йышпа пысăк çитĕнÿсем патне
Пĕчĕк йышпа пысăк çитĕнÿсем патне
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас