Урал сасси
+15 °С
Дождь
Ял хуçалăхĕ
17 Сентября , 06:00

Пушкӑртстанра чӑх ҫӑмарти туса илесси ӳснӗ

2026 ҫулхи январь – август уйӑхӗсенче Пушкӑртстанра 834,1 млн ҫӑмарта туса илнӗ.Ку иртнĕ çулхи сакӑр уйӑхринчен 33,6 процент нумайрах (+209,6 млн).

Пушкӑртстанра чӑх ҫӑмарти туса илесси ӳснӗПушкӑртстанра чӑх ҫӑмарти туса илесси ӳснӗ
Пушкӑртстанра чӑх ҫӑмарти туса илесси ӳснӗ

Кунпирки ПР ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ, апат-ҫимӗҫ туса илессине ӳстересси "Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне технологи тӗлӗшӗнчен тивӗҫтересси"наци проекчĕн тӗллевӗсенчен пӗри пулнине хушса каланӑ.Правительствӑн вице-премьерӗ — ПР ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов палӑртнӑ тӑрӑх, асăннă отрасльти лайӑх кăтартусем  2023 ҫулта чăх-чĕп шутне ирӗксӗрлесе чакарнӑ хыҫҫӑн предприятисен системӑллӑ ӗҫне йĕркеленипе, производство хӑвачӗсене ÿстернипе çыхăннă.

"Эпир предприятисен калӑпӑшĕсене ӳстернипе кӑна мар, аталанӑва та хастар инвестици хывнине куратпӑр", — тенӗ Ильшат Фазрахманов.

Чи пысӑк ӳсӗм "Башкирская" чӑх-чӗп фабрикинче палӑрать.Кунта530,5 млн ҫӑмарта туса илнӗ, çакă 2025 ҫулхи ҫак тапхӑрти кӑтартуран 56% пысӑкрах.Предприяти2026 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 700 млн ытла чӑх ҫӑмарти туса илме палӑртать.Паянхикун  чӑх-чӗпшутне1,9 миллонран 2,4 млн таран ӳстернӗ (иртнĕ çулхинчен 26% ытла).

Ҫав вӑхӑтра инкубаци ҫӑмарти туса илессине "Башкирский бройлер"компани те ӳстерет. Январь-август уйӑхӗсенче предприятире 39 млн ытла ҫӑмарта туса илнӗ, ку иртнĕ çулхипе танлаштарсан 194%. Çăмарта тăвакан чăхсен шучӗ сентябрь уйăхĕн 1-мӗшӗ тӗлне 441,5 пине ҫитнӗ (2025 çулпа танлаштарсан - 192,3%). Ҫав хушӑрах инкубаци ҫӑмартине сутасси 30,9 млн таран ӳснӗ (иртнĕ çулхи шайран 188%).

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас