Урал сасси
+13 °С
Ясно
Ял хуçалăхĕ
24 Сентября , 08:00

Сахӑр туса илесси 25 пин тонна ҫитнӗ

ПР Ял хуҫалӑх министерствинче республикăри сахӑр завочӗсем сахăр кӑшманне тирпейлес ĕçе малалла тӑснине пӗлтернĕ.

Сахӑр туса илесси 25 пин тонна ҫитнӗСахӑр туса илесси 25 пин тонна ҫитнӗ
Сахӑр туса илесси 25 пин тонна ҫитнӗ

Паянхи кун тĕлне предприятисем 195 пин тонна ытла пылак тымара тирпейленӗ, 25 пин тонна ытла сахӑр туса илнӗ. Ҫав вӑхӑтра республикăри  уй-хирсенче сахӑр кӑшманӗ кăларасси хӗрсе пырать. 18,5 пин гектар çинчи тухăçа пуҫтарса илнӗ,  вăл пӗтӗм калӑпӑшӑн 46 проценчӗпе танлашать.

Тымар ҫимӗҫӗн

пӗтӗмӗшле пуххи 717 пин тоннӑпа танлашать, тухӑҫлӑхӗ — гектартан 387 центнер.

"Пылак тымара ытларах  Чишма районӗнче ÿстереççĕ — 180 пин тонна яхӑн.

Сахăр кӑшманĕн чи лайӑх тухӑҫне Ĕпхÿ районӗнчи хуҫалӑхсем кӑтартаҫҫӗ, унта гектартан 594 центнер пухаҫҫӗ", — пĕлтернĕ Пушкӑртстанри аграри ведомствин пресс-службинче.

Аса илтеретпӗр, иртнӗ çул Раевкăпа Чишма сахăр завочĕсем 1,75 млн тонна ытла пылак тымар тирпейленӗ.

Предприятисем пӗтӗмпе 238,3 пин тонна сахӑр туса илнӗ. Ҫакӑ регионти халӑхӑн ыйтӑвӗсене темиҫе хут хуплать.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас