

Пушкăртстанра 2021-2025 çулсенче какай туса илесси - 22%, сĕт сăвăмĕ 1,5% ÿснĕ тесе пĕлтернĕ ПР Ял хуçалăх министерстви. Пĕтĕмĕшле çак тапхăрта регионти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илесси 2020 çулхипе танлаштарсан 109 % çитнĕ.
Сĕт суса илесси тавар калăпăшĕнче чи пĕлтерĕшли шутланать. Пилĕк çул хушшинче сĕт сăвăмĕ 776,3 пин тонна çитнĕ (2020 çулта 766,1 пин тонна пулнă). Çакăн пек кăтартусем отрасле индустриализаци тунипе çыхăннă. 2018 çултан пуçласа сĕтпе тавар комплексĕсене тăвассипе тата çĕнетессипе 26 инвестпроек пурнăçланнă тата пурнăçа кĕрет. Пĕтĕмĕшле çак ĕçе тума 28,4 млрд тенкĕ инвестици хывнă. Паянхи кун вĕсем регионти мĕнпур сĕтĕн 49 % туса илеççĕ.
Какай туса илессипе ÿсĕм тата та пысăкрах. Кунта сысна тата чăх какайне ытларах хатĕрлеме пуçланине палăртмалла. Сăмахран, чăх какайне туса илесси - 116,2 пин тоннăран 137,8 пин тонна (+18,6 %), сысна какайĕ 106,7 пин тоннăран 134,4 пин тонна (+26 %) çитнĕ.
Сăмах май, çакна та палăртса хăвармалла, кăçал республикăра 20 роботсем ĕçлекен ферма хута яма палăртнă.