

Пушкӑртстанри Ял хуҫалӑх министерстви пысӑк кӑтартусем тума отрасле техникăна ҫӗнетни тата "Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне технологи тӗлӗшӗнчен тивӗҫтересси" наци проекчĕпе цифра технологийӗсене ӗҫе ярассипе çине тăрса ӗҫлени пулăшнă тесе пĕлтернĕ. Ҫу паракан культурӑсен шутне 710 пин тонна хӗвел ҫаврӑнӑш, 186 пин тонна рапс, 82 пин тонна йӗтӗн тата 68 пин тонна соя кĕнĕ. Асăннă культурăсен вӑтам тухӑҫӗ гектартан 17 центнерпа танлашать.
"Ҫу культурисен лайӑх тухӑҫне кӗтетпӗр — пӗр миллион тонна ытла", — тесе каланă правительствӑн вице-премьерӗ — ПР ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов.
Халĕ хӗвел ҫаврӑнӑш пуҫтарас ĕç хӗрсех пырать.
Хальлӗхе 370 пин гектар ҫапса илнĕ, ку пӗтӗм калӑпӑшӑн 76 проценчӗ пулать.
Пушкӑртстанри ҫу тăвакан предприятисем ҫулталӑкне 400 пин тонна яхӑн ӳсен-тӑран ҫӑвӗ туса илеҫҫӗ, çакă республикăна кирлинчен сакӑр хут пысӑкрах.