Çырав вăхăтĕнче ял хуçалăх продукцийĕ туса кăларма тара илнĕ е туяннă çĕр лаптăкĕсен хуçисене‚ урăхла каласан юридиципе физика сăпачĕсене‚ шутлĕç. Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕхпе чăх-чĕпсене те.
Çыравра ял çыннисенчен ял хуçалăх техники, ĕçченсем çинчен те ыйтса пĕлĕç. Унсăр пуçне сĕт, пахча çимĕç тата ытти продукцие хăйсене мĕн чухлĕ хăварнипе те интересленĕç. Çак кăтартусем патшалăха ял хуçалăх стратегине аталантарма кирлĕ.
Август уйăхĕн 1-16-мĕшĕсенче ял хуçалăх çыравне ял хуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем электронлă майпа хутшăнма пултараççĕ. Çырав ирттерекенсем çынсен хуçалăхĕсене тата коммерци мар пĕрлешÿсене август уйăхĕн 1-30-мĕшĕсенче çитме палăртаççĕ.
Кăçал ял хуçалăх çыравне 1415 çынна явăçтарĕç. Вĕсене ятарлă тумсемпе тата удостоверенипе тивĕçтерĕç.
Çыравăн малтанхи кăтартăвĕсемпе 2021 çулăн тăваттăмĕш кварталĕнче паллашма пулĕ‚ юлашки даннăйĕсемпе - 2022 çул вĕçĕнче.