Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял пурнăçĕ
7 Майӑн 2022, 14:10

Чекмагушри çĕнĕ поликлиника валли 400 млн тенкĕ тăкакланă

Чекмагуш районĕнче май уйăхĕн 6-мĕшĕнче ачасемпе çитĕннĕ çынсене медицина пулăшăвĕ пама виçĕ хутлă çĕнĕ поликлиника ĕçле пуçланă.

Чекмагушри çĕнĕ поликлиника валли 400 млн тенкĕ тăкакланă
Чекмагушри çĕнĕ поликлиника валли 400 млн тенкĕ тăкакланă

Лаптăкĕпе 5 пин тăваткал метра яхăн йышăнакан учрежденине тума «Сывлăх сыхлав» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 400 млн тенкĕ укçа тăкакланă.

- Паян республикăри сывлăх сыхлав министерствишĕн тата Чекмагуш районĕшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм пулса иртрĕ. Эпир официаллă шайра пысăк объекта хута ятăмăр. Унта ачасемпе çитĕннĕ çынсен поликлиники вырнаçнă, çавăн пекех хĕрарăм консультанцийĕ. Асăннă объекта район çыннисем 15 çул ытла кĕтнĕ. Çакă «эпир йышпа кирек мĕнле проблемăна та татса пама пултаратпăр» принципа асра тытса командăпа пĕрле ĕçлеме пултарнине çирĕплетекен тĕслĕх пулса тăрать. Граждансен пуçарăвне Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров республика тăрăх ĕçлĕ командировкăсенче çÿренĕ чух малтанхи тĕлпулусенчех ырларĕ,-  тенĕ ПР Пуçлахĕн администраци ертÿçи Максим Забелин медицина учрежденине уçнă май.

Вăл поликлиника паянхи самана ыйтнă стандартсемпе нормăсене тивĕçтернине палăртнă. Кунта медицина пулăшăвĕ панă чухне инфекци чирĕпе чирлекенсене уйрăммăн йышăнма, диагностика тума тата ансăр специалистсем прцедурăсем ирттерме пултараççĕ. Çавăн пекех  çĕнĕ технологи хатĕрĕсем туяннă. Вырăнтан вырăна йывăрлăхпа е хĕнпе куçакан пациентсем валли лифт тата пандус вырнаçтарнă.

Поликлиника сменăра 250 çынна йышăнма пултарать. Кунта ача-пăча консультнцийĕ, рентгенпа диагностика уйрăмĕ, çитĕннисем валли пĕтĕмĕшле уйрăм, хирурги уйрăмĕ, хĕрарăм консультанцийĕ, эндоскопи уйрăмĕ, эндокринологпа офтальмолог пулĕмĕсем тата ытти те пур.

Юрий СНЕГОПАД.

#Башкортостан#уралсасси#нацпроект#здравохранение

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: