Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял пурнăçĕ
11 Августӑн 2022, 11:10

Урпа тухăçĕ 55 центнерпа танлашнă

Çак кунсенче эпир, редакци ĕçченĕсем, Ермеккей районĕнчи Уйăлка ялĕнчи Виктор Николаевăн хресченпе фермер хуçалăхĕнче пултăмăр. Вырма ĕçĕсемпе интересленнĕ май кăçалхи тыр пул тухăçĕ çинчен ыйтса пĕлмесĕр май килмерĕ.

Урпа тухăçĕ 55 центнерпа танлашнă
Урпа тухăçĕ 55 центнерпа танлашнă

- Кĕрхи ыраш тата тулă гектартан 33 центнер тухрĕ. Вĕсем пирĕн кашниех 100-шер гектар лаптăк йышăнатчĕç. Халĕ акă çурхи культурăсене пухса илме пуçларăмăр. Урпа тухăçĕ савăнтарать – гектартан 55 центнерпа танлашать. Ытти культурăсем те хайсен тухăçĕпе кăмăла çĕклессе шанатпăр,  - тет малашлăх çине çутă ĕмĕтсемпе пăхакан хуçалăх ертÿçи.

Ыттисем тенĕрен фермер 1800 гектар çинче пĕрчĕллĕ культурăсемсĕр пуçне (тулă, сĕлĕ, хура тул) хĕвел çаврăнăшпа кăшман çитĕнтерет.

Виктор Владимирович каланă тăрăх, вырма паттăрĕсен шутне Алексей Черепановпа Герман Николаев комбайнерсене кĕртмелле. Вĕсем чылай çул çак ĕçре пуçаруллăхпа ăсталăх кăтартаççĕ, шанса панă техникăна тухăçлă ĕçлетереççĕ. Валерий Иванов водительпе Петр Анисимов тракторист хирти тырра йĕтем çине турттарас  ĕçе вăхăтра та çухатусăр пурнăçлаççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Урпа тухăçĕ 55 центнерпа танлашнă
Урпа тухăçĕ 55 центнерпа танлашнă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: