Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял пурнăçĕ
25 Июлӗн , 17:15

Культура ҫуртне - иккӗмӗш пурнӑҫ

Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ялĕнчи культура çуртне тĕпрен юсас ĕç малалла пырать. Çакă республикăри «Культура» наци проекчĕн витĕмĕпе пурнăçа кĕрет.  

Культура ҫуртне - иккӗмӗш пурнӑҫ
Культура ҫуртне - иккӗмӗш пурнӑҫ

Культура çуртĕнче пысăк ĕҫсем туса ирттерĕҫ: çуртăн тăррине, ăшăту пăрăхĕсене, электричество пралукĕсене тĕпрен улăштарĕҫ, канализаципе çыхăнтарĕç, пÿлĕмсене шалтан сăрлĕç-илемлетĕç. Çапла ял варринче вырнаçнă пысăк ҫуртăн кашни кĕтессине ҫĕнетĕç. Палăртнине пурнăçа кĕртме федераллă, республика тата вырăнти бюджетсенчен 28 миллион та 865 пин тенкĕ уйăрнă. Хушăлкари культура çурчĕ «Культура» наци проекчĕн культурăпа кану учрежденийĕсене юсаса ҫĕнетмелли программăна кĕнĕ. Ялти культура вучахне юсассине çынсем нумай ҫул кĕтнĕ. Мĕншĕн тесен паянхи кун тĕлне ҫурт юхăннă, тăрринчен шыв юхма пуçланă.

— Ҫурта тахҫанах юсамаллачĕ, строительствăпа тирпей-илем ĕçĕсем наци проекчĕн витĕмĕпе пурнăçа кĕнĕшĕн эпир çав тери савăнатпăр. Вăл пирĕн культура центрĕ, ял чĕри тесен те йăнăш пулмĕ. Кунта концертсемпе пухусем иртеҫҫĕ, ачасем валли кружоксем йĕркелеҫҫĕ, пултарулăх коллективĕсем репетицисене çÿреççĕ, ҫав шутра пирĕн «Пилеш» фольклор ансамблĕ те. Клубра библиотека та пур. Аслă ăру ҫыннисем унта час-часах ҫÿреççĕ, кĕнекесем вулаççĕ. Ҫавăн пекех клубра суйлавсем те иртеççĕ. Ҫурчĕ кивелчĕ, питĕ сивĕ те тĕттĕмччĕ. Юсав ĕçĕсем пирĕншĕн тахҫантанпах кĕтнĕ, савăнăҫлă пулăм шутланать. Эпир çĕнелнĕ культура çурчĕ уçăлассине чăтăмсăррăн кĕтетпĕр, - тенĕ Хушăлкара пурăнакан Лилия Николаевна Егорова.

Мобилизаци пуҫланнăранпа культура çуртĕнче маскировка сечĕсем явмалли пункт вырнаҫнă пулнă. Çавăнпа çак ĕçе хастар хутшăннă хĕрарăмсем те ҫĕнелнĕ ҫурт уҫăлассине чăтăмсăррăн кĕтеҫҫĕ.

Хальхи вăхăтра ҫурт тăррине улăштарас ĕҫ вĕҫленнĕ, чÿречесене çĕнетнĕ, шалта планировка тунă. Рабочисен бригади шăрату тата штукатурка ĕҫĕсене, электричество монтажне пурнăçлать. Юсав ĕҫĕсен подрядчикĕ «КомплексСтрой» ООО шутланать. Заказ параканпа подрядчик яланах çыхăнура, юсав вăхăтĕнче сиксе тухнă ыйтусене оперативлă татса параҫҫĕ. Ĕҫсене 2024 ҫулхи октябрь уйăхĕнче вĕçлеме палăртаççĕ.

Ялсенчи культура учрежденийĕсем — ҫынсен обществăпа культура пурнăҫĕн центрĕсем.  Ытларах чухне ялсенче пурăнакансем хăйсен пушă вăхăтне ирттерме пултаракан пĕртен-пĕр вырăн шутланать. Наци проекчĕн витĕмĕпе учрежденисем паянхи саманана тивĕçтереççĕ. Вĕсенче мĕнпур условисем йĕркелеççĕ.

Культура ҫуртне - иккӗмӗш пурнӑҫ
Культура ҫуртне - иккӗмӗш пурнӑҫ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: