Урал сасси
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял пурнăçĕ
12 Декабрӗн 2024, 16:25

Радий Хабиров Хушăлкари культура çуртне çитсе курнă

Декабрь уйăхĕн 11-мĕшĕнче Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ялĕнчи культура çуртне чаплă лару-тăрура уçнă. Ăна 2024 çулта «Культура» наци проекчĕн витĕмĕпе тĕпрен юсанă. Шăпах çав кунхине ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров асăннă районта ĕçлĕ визитпа пулнă май ĕçсем мĕнле пурнăçланнине хак панă.  

Радий Хабиров Хушăлкари культура çуртне çитсе курнă
Радий Хабиров Хушăлкари культура çуртне çитсе курнă

Пишпÿлек район пуçлăхĕ Артур Зарипов пĕлтернĕ тăрăх, юсав ĕçĕсене тума 28 млн тенкĕ ытла тăкакланă. Асăннă укçа-тенкĕпе таянса лармалли çемçе пукансем тата сцена çине тăхăнса тухмалли тумсем туяннă.

Ял çыннисем республика пуçлăхĕпе йĕркеленĕ тÿрĕ лини вăхăтĕнче культура çуртне юсас ыйтăва çĕкленĕ.

«Эпир пире хумхантаракан ыйтăва тăватă сехет хушши çыртартăмăр, питĕ хумхантăмăр. Ыйтăва вуласа парасса шанманччĕ те. Радий Фаритович пире илтрĕ, культура çуртне тĕпрен юсарĕç, мĕнпур условисем турĕç. Кăçал пирĕн икĕ çĕнĕ ушкăн чăмăртанчĕ. Чылайăшĕ Çĕнĕ çул уявне тăван ялта паллă тума йышăнчĕç, çавăнпа эпир пысăк концерт программи хатĕрлетпĕр», - каласа панă ял çыннисем.

Республика пуçлăхĕ килнĕ кун халăх ушкăнĕсем район гимне вырăсла, пушкăртла, тутарла, чăвашла тата мордвалла шăрантарнă.

«Пушкăртстан нумай енлĕ культурăпа мăнаçланать, кунта çĕр ытла наци килĕшуре пурăнать. Çакă пирĕн тĕп пуянлăх», - тенĕ Радий Хабиров.

Культура çуртĕнче вырнаçнă вулавăшра Радий Фаритович ачасемпе тĕл пулнă. Шкул ачисем республика ертÿçине чăвашла илемлĕ сăвă каласа панă, наци çи-пуçне парнеленĕ.

Радий Фаритович тĕлпулу вăхăтĕнче тăван чĕлхесене вĕренес ыйту пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă, районта полилингваллă чăваш гимназийĕ уçассипе çыхăннă плансене пĕлтернĕ.

Ял çыннисем Радий Хабирова культура çуртне юсама пулăшнăшăн чунтан тав тунă. Меллĕ самантпа усă курса ялта мобильлĕ çыхăну вышкине лартмалли тата çула юсамамалли майсене пăхса тухма ыйтнă.

Çавăн пекех Сухоречка ялĕнчи вырăс фольклор ушкăнĕн ертÿçи республика пуçлăхĕнчен культура çурчĕн тăррине юсама тата юрă-кĕвĕ оборудованийĕ туянма пулăшу ыйтнă. Радий Хабиров культура министрĕн тивĕçне пурнăçлакан Амина Шафикована ял çыннисем ыйтнине шута илме, сĕнÿсем пама хушнă.              

Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕ. 

Радий Хабиров Хушăлкари культура çуртне çитсе курнă
Радий Хабиров Хушăлкари культура çуртне çитсе курнă
Радий Хабиров Хушăлкари культура çуртне çитсе курнă
Радий Хабиров Хушăлкари культура çуртне çитсе курнă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: