Иртнĕ эрне кун вăл яланхи вырăнтах, Авадай ялĕ çывăхĕнчи Тюй юхан шывĕ çинче, пулă тытнă. Виктор каласа панă тăрăх, çавăн пек пысăк пулла парăнтарма çăмăлах пулман.
«Пулла шывран сĕтĕрсе кăларма сехет çурă кирлĕ пулчĕ. Юрать-ха леска çирĕппи, Японинче туни, пулчĕ - татăлса каймарĕ. Маларах пĕр виçĕ хутчен çăрттан лескана татни те пулнă. Хальхинче алăран вĕçертмерĕм, çанталăк çакăн пек тăнине пула çăрттан та хевтесĕртерех пулчĕ пулмалла», - каласа панă пулăçă пулса иртни пирки.
Тытнă пулла пайласа Виктор тăванĕсемпе çывăх çыннисене салатса панă, хăйĕн валли асăнмалăх сăн ÿкерчĕк тунă.
Любимовка арçыннин пулăçă стажĕ 45 çулпа танлашать. Ытларах чухне вăл хĕл кунĕсенче пăр айĕнчи пулла тытма кăмăллать.
Юрий СНЕГОПАД.