Пур хыпар та
Ял пурнăçĕ
31 Майӑн 2025, 10:00

Асавпуçсем ял юбилейне йыхравлаççĕ

Пушкăртстанри чăваш ялĕсенчен пĕри – Авăркас районĕнчи Асавпуç - çывăх вăхăтра хăйĕн 255 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленет. Уяв июнь уйăхĕн 14-мĕшĕнче иртĕ.

Асавпуçсем ял юбилейне йыхравлаççĕ
Асавпуçсем ял юбилейне йыхравлаççĕ

Юбилей мероприятийĕн программи пуян та анлă. Малтанах саванăçлă пуху иртĕ. Унта ялти сумлă çынсене, çамрăк тата аслă ÿсĕмри мăшăрсене, ĕç паттăрĕсене тата ыттисене чыслĕç, кĕскен пулсан та ял истори страницине тишкерĕç. Паллах, уяв сцени çинчен юрă-кĕвĕ янрĕ, хăнасемпе ял-йышсем салам сăмахĕсем калĕç.

Çак кун кунта суту-илÿ речĕсем тухăçлă ĕçлеме шантараççĕ. Ĕçми-çими пурин валли те çитĕ. Уява йĕркелекенсем спорт вăййисемпе тĕрлĕ конкурссем йĕркелессине те манса хăварман.
Пурне те хапăл туса кĕтетпĕр. Уяв 11.00 сехетре пуçланать.

Йĕркелÿ комитечĕ.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас