Мĕншĕн аталанать-ха вăл? Фитофтора сывлăш çитмесен, конденсат пулсан, ÿсен-тăрана çăра лартсан, тăпрара азот нумай пулсан, марганец, кали тата йод çитмесен, нÿрĕк ытлашши пулсан аталанать. Ăна пĕтерес тесе пахчаçăсем лавккара туяннă препаратсемпе усă кураççĕ. «Хими» сирпĕтиччен халăх мелĕпе усă курма сĕнетпĕр.
Тăвар. 10 литр шывра 250 грамм тăвар ирĕлтермелле те ÿсен-тăрана шăвармалла.
Апат соди. Пĕр витре шыва пĕр апат кашăкĕ сода ямалла. Шĕвек çулçăсем çинчен юхса анмасса 1-2 апат кашăкĕ шĕвĕ супăнь хушмалла. Çапла вăл çулçă çумне çыпăçĕ. Ку шĕвекпе эрнере пĕр хутчен е çумăр çумассерен усă курмалла.
Турăх е тăпăрчă шывĕ. Вĕсенчен пĕрне тата шыва 1:10 шайлашупа илмелле. Турăх çук пулсан сĕтпе усă курма пулать. 1 литр сĕт çине 20 тумлам йод кирлĕ. Ăна шывпа хутăштармалла (турăх пекех).
Кĕл. 5 килограмм кĕле 1 витре шывра ирĕлтермелле, 3 талăк лартмалла, хушăран пăтратмалла. Унтан 1-2 апат кашăкĕ шĕвĕ супăнь хушмалла та помидора сирпĕтмелле.
Вĕри шыв. Вĕреме кĕнĕ шыва лейкăна ямалла, помидора шăвармалла, анчах ÿсен-тăрана лекмелле мар. Кун пек мелпе эрнере пĕр хутчен усă курмалла.
Çĕпре. 100 грамм çĕпрене 10 литр ăшă шывра ирĕлтермелле, 1-2 кун лартнă хыççăн томата сирпĕтмелле.
Уксус. Çур стакан 9 процентлă уксуса 10 литр шыва ямалла. Шĕвекпе ÿсен-тăрана сирпĕтмелле.
Ыхра. Вăл сăтăрçăсене те пĕтерет. Ыхра тăррине татма вăхăт çитсен ăна ан ывăтăр, аш арманĕпе авăртăр, 1,5 стакан çак хутăша 1 витре шыва ямалла, пĕр талăк лартмалла. Ку шĕвекпе помидора çур уйăхра пĕр хутчен сирпĕтмелле.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.