Урал сасси
+19 °С
Дождь
Ял пурнăçĕ
13 Мая , 12:00

Хăтлă çĕрте пурăнма та лайăх

2026  çулта Шаран районĕнчи Хурамал ялĕ хăйĕн 130 çулхи юбилейне паллă тăвать. Хурамалсем уява хатĕрленсе тĕрлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ. Унта та кунта ĕç шавĕ тăни халăх малаллах ăнтăлнине кăтартать, чунра хавхалану туйăмне çуратать.

Хăтлă çĕрте пурăнма та лайăхХăтлă çĕрте пурăнма та лайăх
Хăтлă çĕрте пурăнма та лайăх

Нумай пулмасть «Ешĕл Пушкăртстан» акци шайĕнче Хурамалта субботник иртнĕ. Ял çыннисем пысăк хастарлăх кăтартнă. Тăван ял хăтлăхĕпе илемĕшĕн, унăн малашлăхĕшĕн пăшăрханакансем кивĕ те типĕ курăка кĕреплепе туранă, кивĕ картасене сÿтнĕ, клуб территорине çÿп-çапран тасатнă, палăк çумĕнче чечексем лартнă. Çапла, пĕрлешсе, ăнланса тăрашсан йăлтах пулать.  

Шаран районĕ, Хурамал ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас