Урал сасси
+22 °С
Ясно
Ял пурнăçĕ
23 Июля , 07:00

Тÿртÿллĕсем сăваплă вырăн тасалăхĕшĕн

Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ ялĕнче çветтуй Иннокентий Иркутский ячĕллĕ чиркĕвĕн территорине хăтлăх кĕртес тĕлĕшпе ыркăмăллăх акцийĕ иртнĕ. Ырă та сăваплă ĕç ялăн хастар çыннисемшĕн йăлана кĕнĕ пулăмсенчен пĕри пулса тăнă.

Тÿртÿллĕсем сăваплă вырăн тасалăхĕшĕнТÿртÿллĕсем сăваплă вырăн тасалăхĕшĕн
Тÿртÿллĕсем сăваплă вырăн тасалăхĕшĕн

Ял çыннисем ир-ирех аллисене ĕç хатĕрĕсем тытса ĕçе пуçăннă. Пĕтĕмĕшле 17 çын (тăхăр хĕрарăмпа сакăр арçын) сăваплă вырăн тасалăхĕшĕн курăмлă тÿпе хывнă. Арçынсем ÿссе кайнă курăка çулнă, газонсене йĕркене кĕртнĕ. Хĕрарăмсем вара чечек йăранĕсене çумран тасатнă. Халĕ таса йăрансем çинчи тĕрлĕ çеçкесем куçа савăнтараççĕ.

Уçă сывлăшра пĕрле тăрăшса ĕçлени таврари хутлăха илем кÿнĕ, акцие хутшăнакансене савăк кăмăл парнеленĕ. Çакăн йышши мероприятисем Тÿртÿллĕ çыннисен пĕрлĕхне, вĕсем тăван кĕтесне юратнине туллин кăтартса параççĕ.  

Ирида НОВИКОВА.

Шаран районĕ, Тÿртÿллĕ ялĕ.

Тÿртÿллĕсем сăваплă вырăн тасалăхĕшĕн
Тÿртÿллĕсем сăваплă вырăн тасалăхĕшĕн
Тÿртÿллĕсем сăваплă вырăн тасалăхĕшĕн
Тÿртÿллĕсем сăваплă вырăн тасалăхĕшĕн
Тÿртÿллĕсем сăваплă вырăн тасалăхĕшĕн
Тÿртÿллĕсем сăваплă вырăн тасалăхĕшĕн
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас