

Строительство ĕçĕсем ялăн ыркăмăллă çыннисем тата ентешĕсем пулăшнипе пурнăçланнă. Кăçалхи июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнче пулас сценăн никĕсне хывнă. Пĕр уйăх тăрăшса ĕçленĕ хыççăн лапам хатĕр пулнă.
Пăслăк ял хутлăх администраци пуçлăхĕ Юрий Васильев тата ялти нумай функциллĕ культура çурчĕн ертÿçи Ирина Игнатьева ертсе пынипе пĕрремĕш кунранах ĕç вĕресе тăнă.
Строительство ĕçĕсене хăйсен вăхăтне шеллемен, ял аталанăвĕшĕн чунтан çунакан çынсем хутшăннă. Вĕсем - Геннадий Митрофанов (ĕçсен йĕркелÿçи тата ял Канаш депутачĕ), Федор Власов ял старости, çавăн пекех Владимир Игнатьев, Евгений Владимиров, Денис Осипов, Федор Иванов, Леонид Поликарпов, Владимир Софронов, Владимир Дмитриев, Александр Прохоров, Алексей Данилов, Андрей Осипов, Алексей тата Федор Васильевсем. Шăрату ĕçĕсене Валерий Петров пурнăçланă, монтаж пахалăхĕшĕн Федор Федоров яваплă пулнă.
Халĕ пăслăксен хăй патне илĕртекен çĕнĕ вырăн пур. Урамри сцена çу кунĕсенче ялти культура пурнăçĕн центрне çаврăнĕ. Шăпах кунта юрăсем шăранĕç, çĕнĕ талантсем çуралĕç, тав тума пĕлекен куракансем пухăнĕç.