

– Укҫа-тенкӗпе усӑ курмалли кабинетсем банксем тата ытти финанс организацийӗсем ҫук ялсенче уҫӑлаҫҫӗ, - палӑртнă Пушкӑртстанри Наци банкӗн управляющийӗн ҫумӗ Лилия Якупова. - Кун пек формат уйрӑмах интернет, компьютер е смартфон ҫук ҫынсемшӗн актуаллӑ. Раҫҫей банкӗ кашни ҫын, ӑҫта пурӑннине пӑхмасӑр, кирлӗ финанс пулӑшӑвӗсене илме пултартăр тесе тăрăшать.
Çакăн пек кабинетра ҫынсем çуртпа коммуналлă хуçалăхăн çăмăллăхĕсемшĕн тӳлеме, пособи е страховка тума, банкра вклад уҫма, МФЦна е тухтӑр патне ҫырӑнма, коммуналлӑ, налук тата ытти тӳлевсене тӳлеме пултараҫҫӗ. Ял ҫыннисене компьютерпа çакӑн пек пулӑшупа усӑ курма вӗрентӗҫ.
Çакăн пек кабинетсене Раҫҫей Банкӗн регионти уйрӑмĕсем тата ял хутлăх администрацийĕсем пăхса тăраççĕ, ҫынсем вара компьютерпа тӳлевсӗр усӑ кураҫҫӗ.
— Ҫулталӑк вӗҫлениччен Пушкăртстанра муниципалитетсен заявкисемпе укҫа-тенкӗпе усă курмалли 14 кабинет уҫма палӑртнӑ, - пӗлтернĕ регионти Наци банкĕн пресс-службинче.
Аса илтеретпӗр, ялти укҫа- тенкӗпе тивӗҫтерекен кабинет компьютерпа тата интернетпа ҫыхӑннӑ ӗҫ вырӑнӗ шутланать.
Пуҫламӑш веб-страницӑран патшалӑх тата финанс сайчӗсене тухма, харпӑр информацие сыхласа хăвармасăр дистанци мелӗпе кирлӗ пулӑшусене илме пулать.