Урал сасси
+13 °С
Ясно
Ял пурнăçĕ
28 Сентября , 11:00

Çирĕм сакăр яла пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернет килнӗ

2026 ҫулта республикӑри 19 районти çын сахал пурăнакан 28 яла пахалӑхлӑ цифра ҫыхӑнӑвӗпе тивĕçтернĕ. Пурĕ пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернетпа вырăнти 12 пин ытла ҫын усӑ курма пуçланă.

Çирĕм сакăр яла пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернет килнӗÇирĕм сакăр яла пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернет килнӗ
Çирĕм сакăр яла пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернет килнӗ

Кӑҫал МТС компани пысăк хăвăртлăхлă интернент пулман 100-1000 ҫын пурăнакан ялсене сетьпе тивĕçтернĕ. Бирскпа Федоровка районӗсенче виçшер, Туймазӑпа Давлекан районӗсенче икшер, ытти районсенче пӗрер ҫӗнӗ интернет-локаци уҫӑлнӑ. Пахалӑхлӑ мобильлӗ интернет вырӑнти ҫынсене патшалӑх, социаллӑ тата вӗренӳ çăмăллăхĕсене мобильлӗ приложенисем урлӑ, ҫӗнӗ ҫул уявӗсенче онлайн-кинотеатра, музыка приложенийӗсене тата кӗнеке сервисӗсене кӗме май парать.

"Ҫыхӑну операторӗсем региона мобильлӗ ҫыхӑнупа тата интернетпа тивĕçтерессипе пысӑк ӗҫ туса ирттереҫҫӗ.

Ҫакӑ пӗчӗк ялсене пысӑк пулăшу кӳрет: инҫетрен ӗҫлеме, патшалӑх пулӑшӑвӗ илме тата ҫывӑх ҫынсемпе инҫетрен хутшӑнма май парать", - ӑнлантарнă Пушкӑртстан Республикин патшалӑх управленийӗн цифра аталанӑвӗн министрӗ Геннадий Разумикин.

Регионти пӗчӗк тата аякри ялсене пахалӑхлӑ ҫыхӑнупа тивĕçтерес ĕçсем Илишпа Бирск, Белокатайпа Салават, Бакалăпа Давлекан, Архангельскпа Федоровка, Баймакпа Киги, Туймазӑпа Абзелил, Гафурипе Дюртюли, Бурайпа Куюргазӑ, Благоварпа Белорецк тата Авӑркас районӗсенче иртнӗ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас