Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çыхăну татăлмасть
9 Июнӗн 2022, 11:25

Куçса килнĕ хĕрарăм Пушкăртстанра ача çуратнă

Луганск халăх республикинчен (ЛНР) Пушкăртстана куçса килнĕ хĕрарăм Ĕпхÿре ача çуратнă. Пепке хăйне лайăх туять. Чесноковсен çемйинче, вĕсем вăхăтлăха Ĕпхÿ хули çывăхĕнчи «Связист» профилакторинче пурăнаççĕ, иккĕмĕш ача – Кирилл ятлă ывăл – çуралнă.

Куçса килнĕ хĕрарăм Пушкăртстанра ача çуратнă
Куçса килнĕ хĕрарăм Пушкăртстанра ача çуратнă

ПР Çемье, ĕç тата социллă хÿтĕлев министерстви пĕлтернĕ тăрăх, ача Республикăри клиникăпа перинатальлĕ центрта çут тĕнчене килнĕ, унăн сывлăхĕшĕн кунти акушер-гинекологсем яваплă пулнă. Сывлăхлă пепкен пĕвĕ 52 сантиметрпа танлашнă, 3,1 килограмм тайнă.

Çемьене хавхалантарма тата ырă сăмахсемпе пулăшма пепкене ача çуратмалли çуртран илсе тухнă çĕре Ĕпхÿ хулинчи Киров районĕн çемье службин ĕçченĕсем килсе çитнĕ. Вĕсем ача амăшĕ тата ача валли мĕн кирлине пурне те хатĕрленĕ, çав шутра уçăлса çÿремелли ача урапи тата çемçе кравать.

Чесноковсен çемйи Пушкăртстана Луганск халăх республикинчи Рубежное хулинчен çуркунне куçса килнĕ. Йывăрлăхсене тата вăрăм çула пахмасăр пĕчĕк ача сывлăхлă та тĕреклĕ çуралнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: